14 октября 2020 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи апрелĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа республика территорийĕнче пушара хирĕçле ятарлă режим вăйра тăчĕ.
Çак тапхăрта федерацин патшалăх пушар хурал тĕрĕслевĕн сотрудникĕсем 368 рейд, çав шутран планпа палăртнă 175 рейд ирттернĕ. Пушара хирĕçле ятарлă режим вăйра тăнине пăхмасăр республикăра пурăнакансем типĕ курăка тата çÿп-çап çунтарнă чух йĕркене пăсаççĕ. Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикин территорийĕнче типнĕ курăка çунтарнă 130 ытла /иртнĕ çул çак тапхăрта – 126/, çÿп-çап çунтарнă 250 ытла /308/ тĕслĕхе регистрациленĕ. Йĕркене пăхăнман тĕслĕхсемпе административлă право йĕркине пăсни пирки калакан 166 протокол çырнă, айăплисене 457 500 тенкĕлĕх штрафланă.
Территорисене тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕнче пушар хăрушлăхĕпе çыхăннă лару-тăрăва йĕркере тытас тĕллевпе ятарлă штаб йĕркеленĕ. Пушар хурал тĕрĕслевĕн патшалăх инспекторĕсем йĕркене пăснипе çыхăннă кашни пĕлтерĕве /çакăн пирки 01 /101/, 112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле/ тĕрĕслеççĕ. Типĕ курăк ытларах тĕслĕхсенче çын айăпĕпе çунать. Пушар никамсăр хăварнă кăвайтран, тырă хăмăлĕсене тивертсе янинчен, сÿнтермесĕр пăрахнă сигаретран тата шăрпăк пĕрчинчен тухать.
Кăçал районта пурĕ 24 пушар тухнă /иртнĕ çул çак тапхăрта – 17/, пушар кÿнĕ тăкак 454,6 пин тенкĕпе танлашнă /820 пин тенкĕ/. Пушар вăхăтĕнче пĕр çын пурнăçран уйрăлнă, сусăрланнисем çук. Пушар çак сăлтавсемпе тухнă:
– вут-çулăмпа асăрханусăр пулнă /кунта типĕ курăка е çÿп-çапа çунтарнипе, сигарет туртнипе пулнă пушарсем кĕреççĕ/ – 14 тĕслĕх;
– кăмакасемпе усă курас йĕркене пăснă – 3;
– электрооборудованин монтаж йĕркине пăснă – 3;
– электросварка ĕçсем пурнăçланă чух йĕркене пăснă – 2;
– транспорт хатĕрĕ юсавсăр пулнă – 1.
– йăлари электричество приборĕсемпе усă курас йĕркесене пăхăнман – 1 тĕслĕх.
Пурăнакан вырăнта тухнă инкек пушарсен пĕтĕмĕшле шучĕн 50 проценчĕпе танлашать, çав шутран 10 тĕслĕхре «хĕрлĕ автан» типĕ курăка тата тырă хăмăлне çунтарнипе алхаснă, 2 пушар çÿп-çап купине çунтарнă хыççăн пулнă.
Хаклă ентешсем! Пушар мĕн тери пысăк инкек кăларса тăратнине тата тăкак кÿнине асрах тытар, хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнар! Çÿп-çапа çурт çывăхĕнче ан çунтарăр, кăвайтсем ан чĕртĕр, типнĕ курăка тивертсе ярасран асăрханăр. Автомашина чÿречисенчен пирус тĕпĕ е шăрпăк пĕрчи пăрахма юраманнине те асрах тытăр. Çил вĕрнĕ вăхăтра çулăм типĕ курăкран типĕ курăк çине хăвăрт-хăвăрт сиксе саланса çуртсене е ытти объектсене, йывăç посадкисене кĕле çавăрма пултарать. Çавăн пекех вăрмансене кĕресрен те тытăнса тăрăр.
Сăмах май, йĕркене пăхăнманнисене тивекен штраф виçисем пысăк: административлă право йĕркине пăсни пирки калакан 20.4 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн уйрăм çынсене 2000 тенкĕрен пуçласа 3000 тенкĕ, должноçри çынсене – 6000-15 000, уйрăм предпринимательсене 20000-30000 тенкĕ, юридика сăпачĕсене 150000 тенкĕрен пуçласа 200000 тенкĕ таран тÿлеттерме пултараççĕ.
С.САРДАЕВ,
пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн инспекторĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"