20 ноября 2020 г.
Пушарсене пула пирĕн районта уйрăм çынсем çулсеренех шар кураççĕ. Ноябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне районта 32 хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă. Пушарта кăçал 1 çыннăн пурнăçĕ татăлнă.
Мĕншĕн тухаççĕ-ха пушарсем? Сăлтавĕсем тĕрлĕрен:
— электричество пралукĕсем юсавсăр пулни е кивелнĕ пралуксемпе усă курни;
— ача-пăча шăрпăкпа выляни;
— вут-кăварпа асăрханусăр пулни.
Тата çакна палăртса хăвармалла: кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушлăхĕ татах та ÿсет. Электронагревательсемпе усă курнине пула электричество пралукĕсене йывăр лекет. Хĕллехи вăхăтра кил-çуртра е мунчара кăмакана ытлашши вăйлă хутмалла мар. Кăмакасем çывăхне çунма пултаракан япаласем хума юрамасть. Кăмака чĕртме бензинпа е растворительпе усă курмалла мар. Тĕслĕхрен, ноябрĕн 1-мĕшĕнче Тукай Мишер ялĕнче мунча кăмакине вăйлă хутнипе çемье мунчасăр тăрса юлнă. Нумай та вăхăт иртмерĕ, ноябрĕн 15-мĕшĕнче Хирти Мăнтăр ялĕнче тепĕр хуçалăх мунчасăр тăрса юлчĕ.
Хĕл çитнĕ май урамри, кил-çурт таврашĕнчи çулсене юртан вăхăтра тасатса тăни те пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессинче пысăк вырăн йышăнать. Пушар машинисем «хĕрлĕ автан» тухнă çĕре хăвăртрах çитсен вут-çулăма кĕске вăхăт хушшинче сÿнтерĕç. Унпа пĕрлех шыв илмелли башньăсене юсавлă тытмалла, кÿлĕсенче вак кассан аван. Çак ĕçсемшĕн, паллах, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем яваплă.
Нумай та юлмарĕ, часах Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсем пулаççĕ. Çавна май уйрăмах тимлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен уявсем вăхăтĕнче вут-çулăм тухас хăрушлăх тата та ÿсет.
М.ДРЯБЛОВ,
районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"