Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра пушар ан тухтăр

15 декабря 2020 г.

Уявра пушар ан тухтăр

Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн кил-çурта елкăсемпе, шарсемпе, гирляндăсемпе илемлетесси йăлана кĕнĕ. Анчах та çакна тĕрĕс мар тусан кил-çуртсăр тăрса юлма пулать. Районти надзорпа профилактика ĕçĕсен уйрăмĕ Çĕнĕ çул уявне хатĕрленнĕ чухне асăрхануллă пулмаллине, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине аса илтерет.
Чăрăша лайăх вырнаçтарса лартмалла, унăн турачĕсемпе тăрри стенасене, маччана, сĕтел-пукана лексе тăмалла мар. Чăрăша ăшăтмалли приборсем çывăхне вырнаçтарма юрамасть. Çавăн пекех вăл пÿлĕмрен тухма чăрмантарса ан лартăр. Уяв пÿлĕмĕнче шыв пичкипе хăйăр ещĕкĕ пулсан аван. Пушар сиксе тухас пулсан вĕсем алă айĕнчех пулччăр.
Бенгаль çулăмĕсемпе, петардăсемпе тата хлопушкăсемпе пÿртре усă курмалла мар. Пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне вут-хĕм чылай аякка сапаланма, çулăм кăларма пултарать. Енчен те электрогирлянда хыпса илчĕ пулсан, ăна чи малтанах розеткăран кăлармалла. Чăрăша урайне йăвантарса хулăн пусмапа витмелле е хăйăрпа хупламалла. Чĕрĕ чăрăша сÿнтерме шыв сапмалла. Анчах та искусствăлла елкăна сÿнтерме ку мел мая килмест. Вăл çуннă чухне синтетика материалĕсем ирĕлеççĕ, шыв сапсан çак вĕри тумламсем айккинелле сирпĕнсе пушара тата та сараççĕ. Огнетушитель алă айĕнче пур пулсан, унпа усă курмалла. Çунакан полимерсем питĕ наркăмăшлă. Çавăнпа та çулăма кĕске хушăра сÿнтерме май килмесен, çуртран тухмалла, пушар хуралĕн ĕçченĕсем килессе кĕтмелле.
Çывхарса килекен уявсем хаваслă иртчĕр, лайăх самантсемпе çеç асра юлччăр!
В.ДАВЫДОВ,
районти надзорпа профилактика ĕçĕсен
уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
E-Mail: crpps@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика