Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах руль умĕнче водитель

11 декабря 2020 г.

Яланах руль умĕнче водитель

Водитель профессине алла илнĕ çын хăйĕн пурнăçĕнче пин-пин километра хыçа хăварать. Вăл çанталăка пăхмасăрах яланах çула тухать. Руль умне ларать те çитмелли çĕре е киле васкать. Водителĕн автомашина та яланах юсавлă пулмалла. Çапларах иккен вăл водитель профессийĕ.
Районти 31-мĕш пушар чаçĕнче чылай çул тăрăшнă Николай Лупов та пурнăçне водитель профессийĕпе çыхăнтарнă. Чи малтанах вăл Комсомольскинчи совхозра 12 çул водительте тăрăшнă, каярах вара 1992 çулта пушар чаçĕнче ĕçлеме тытăннă. Кунта та ăста водителе автомашина шанса панă. 28 çул ĕнтĕ вăл пушар машинипе çула тухнă, вут-çулăма сÿнтерме васканă.
— Пурнăçра çак профессие суйласа илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Тĕрĕссипе каласассăн, чуна парса ĕçленĕ, ыттисене те çаплах тăрăшма сĕнетĕп. Кăмăллакан ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмерĕ, 28 çула та хыçала хăвартăм. Çак вăхăтра нумай çĕре çитсе курнă, районти кашни яла тесессĕн те йăнăш мар. Анчах та эпир савăнăçлă кăмăлпа çула тухмастпăр вĕт, çын инкек курнă çĕре çитетпĕр. Хам ĕçленĕ вăхăтра пушарта çын вилнĕ тĕслĕхсем, виçĕ-тăватă çурт харăсах çунни те сахал мар пулнă. Пирĕн тĕллев — пушара сÿнтерме хăвăрт çитесси тата «хĕрлĕ автана» алхасма чарасси. Автомашинăсем яланах юсавлă пулмалли те водителĕн тивĕçĕ, — кăмăлне уçать Николай Николаевич.
Опытлă ĕçченсемпе вара çамрăксене те ĕçлеме çăмăлрах. Вĕсем çамрăк ăрăва вĕрентсе, çула уçса пыраççĕ. Акă, Николай Николаевич та тин çеç ĕçе пуçăнакансене сахал мар кулленхи ĕçе хăнăхтарнă. Автомашинăсене юсамалла-и, çĕннине пĕлмелле-и, çула тухмалла-и? Вăл вĕсене яланах вĕрентсе пыма хатĕр. Паянхи кун вăл тивĕçлĕ канура пулин те, сĕнÿ-канаш пама яланах хавас. Çавăн пекех Николай Николаевич ывăлĕ Андрей унăн çулĕпе утнăшăн та савăнать. Вăл пушар чаçĕнче пушар сÿнтерекен пулса тăрăшать. Унăн ĕç стажĕ çулталăк ытларах çеç пулин те, ашшĕ вăл малашне те пушар чаçĕнчех тăрăшасса шанать. Районти 31-мĕш пушар чаçĕнче вара çемье династийĕпе ĕçлесси тахçанах йăлана кĕнĕ.
Николай Лупова ĕçри тăрăшулăхшăн пĕрре кăна мар район, республика, Раççей шайĕнче те палăртнă. Вăл паянхи кун — «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ хисеплĕ ĕçчен. Унăн кăкăрĕ çинче медальсемпе паллăсем те чылай. Чуна парса ĕçлекен çыншăн кашни чыслав хаклă, паллах.
А.АНТОНОВА.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
E-Mail: crpps@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика