Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭЛĔК ÇĂЛАВÇИСЕМ ĂМĂРТУРА ПĔРРЕМĔШ

12 марта 2021 г.

Элĕк çăлавçисем  ăмăртура пĕрремĕш

Кулленхи ĕçре вĕсем вут-çулăм çулне пÿлеççĕ тата çынсене çăлаççĕ. Пушă вăхăтра вара çан-çурăм пиçĕлĕхне ÿстереççĕ. Çакă тÿрремĕнех татах та вăйлăрах пулассипе, ĕç тухăçлăхне ÿстерессипе çыхăннă. Ĕнер Элĕкри пушар чаçĕн ĕçченĕсем Чăваш Республикинчи вут-çулăм çулне пÿлессипе ĕçлекен служба çулсеренех йĕркелекен физкультурăпа спорт Спартакиади шутне кĕрекен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне хутшăннă. Асăннă мероприяти кÿршĕллĕ Муркаш районĕнчи Мускакасси ялĕ çывăхĕнче иртнĕ. Элĕксен ытти çулсенчи пекех зонăри ăмăртусенче Муркаш, Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски районĕсенчи тата Сосновкăпа Киря поселокĕсенчи çăлавçăсемпе тупăшма тивнĕ.

Пирĕн районти пушар хуралĕн ĕçченĕ-сен чысне Алекасндр Андреев аслă водитель, Валерий Михайлов, Александр Трофимов водительсем, Вячеслав Алексеев пушарнăй хÿтĕленĕ. Этемлĕхĕн вăйлă пайĕн кашнинех пĕрер çухрăм йĕлтĕрпе ярăнма тивнĕ.  Тупăшусем чăннипех те хĕрÿ иртнĕ. Апла пулин те Элĕксене çитекенни пулман. Районти пушар чаçĕн спортсменĕсем ытти районти ĕçтешĕсене хыçа хăварса финиша чи малтан çитнĕ, Кубока тивĕçнĕ. Сăмах май, Элĕкри çăлавçăсем зонăри вăйăсенче йĕлтĕрпе ăмăртассипе çулсеренех пĕрремĕшсем. Çакăнта вара Элĕкри пушар чаçĕн ĕçченĕсем район шайĕнче иртекен ăмăртусенче те хăйсен вăй-халĕпе çирĕплĕхне тĕрĕслени витĕм кÿрет-тĕр. Сăмахран, Александр Андреев çулсеренех «Йĕлтĕр йĕрĕ» тата çăмăл атлетика енĕпе иртекен ăмăртусене çемйипех хутшăнать, малти вырăнсене йышăнаççĕ.  

Э.ЭЛИНА.

 


 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
E-Mail: crpps@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика