25 марта 2021 г.
Ачасемшĕн пушар хуралĕнче тăрăшакансем — чăн-чăн геройсем. Вĕсем хăрамасăр вут-çулăм ăшне кĕреççĕ, çынсен пурнăçĕсене çăлаççĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен шăрпăкпа вылямалла маррине, пушар хăрушă пулнине каласа ăнлантаратпăр. Анчах та пушарнăйсем çакăн çинчен каласа пани тата та витĕмлĕрех.
Нумаях пулмасть Асанкасси вăтам шкулĕнче 8-мĕш тата 9-мĕш классенче ăс пухакансем Комсомольскинчи 31-мĕш пушар хурал чаçĕнче экскурсире пулчĕç. Ăна ачасене пушарнăйăн ĕçĕпе паллаштарас, çулăмпа асăрхануллă пулмаллине аса илтерес, пушар тухсан мĕн тумаллине вĕрентес тĕллевпе йĕркелерĕмĕр. Районти надзорпа профилактика ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ В.А.Давыдов тата 31-мĕш пушар хурал чаçĕн начальникĕн çумĕ В.А.Петров ачасемпе экскурси ирттерчĕç, караул пÿлĕмĕсене, дежурнăй диспетчерăн ĕç вырăнне, кану пÿлĕмне кăтартрĕç, пушар сÿнтерекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.
Ачасем хăйсене интереслентерекен ыйтусем пачĕç, хуравсене тимлĕн итлерĕç. Уйрăмах пушар машинисем тăракан гаражра ачасене питĕ килĕшрĕ, вĕсем машинăсем мĕнле ĕçленипе, вĕсенче мĕнле ятарлă хатĕрсем пуррипе паллашрĕç, кабинăра та ларса курчĕç. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем вутран хÿтĕлекен тумтирĕсене, пушар-çăлав хатĕр-хĕтĕрĕсене кăтартрĕç. Пушар машинисем çинче мĕнле кăна хатĕрсем çук иккен! Вĕсем пушарнăйсене тĕрлĕ лару-тăрура вут-çулăмпа кĕрешме кирлĕ.
Экскурсипе ачасем кăмăллă юлчĕç, нумай усăллă информаци пĕлчĕç. 31-мĕш пушар чаçĕн начальникне И.В.Ананьева тата пушар чаçĕн ĕçченĕсене кăсăклă тĕлпулу йĕркелеме май тупнăшăн чĕререн тав тăватпăр.
И.ДОЛГОВА,
Е.ЛАЗАРЕВА.