Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курăка çунтарни шар кăтартать

22 апреля 2021 г.

Çулсерен çуркунне çитсен типĕ курăк çуннипе пулакан пушарсен шучĕ ÿсет. Курăка çунтарни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Çулăм пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пырать, йывăçсем, çуртсем çине сиксе ÿксе шар кăтартать. Чылай чухне çынсем хăйсем курăка чĕртсе яраççĕ. Çанталăк ăшă тăнине кура пахчисене тасатаççĕ, типнĕ çулçăсене çунтараççĕ. Асăрханулăха çухатнипе вара вут-çулăм алхасать.
Инкек ан пултăр тесен, çак йĕркесене асра тытмалла:
— типнĕ курăка çунтармалла мар;
— пахчасенчи çÿп-çапа çунтарнă чухне ятарлă мерăсене пăхăнмалла;
— ачасене шăрпăкпа вылясран асăрхасах тăмалла;
— çиллĕ çанталăкра вут чĕртме юрамасть.
Пушар кăларнăшăн саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ, çав шутра уголовлă майпа та. Паллах ун пек чухне вут-çулăм мĕнле сиен кÿнине шута илеççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнман граждансене 2—3 пин тенкĕ, должноçри çынсене — 6—15 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсене 150—200 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме пултараççĕ. Кăçал апрелĕн 25-мĕшĕнчен республикăра пушара хирĕçле ятарлă режим вăя кĕрет. Ун вăхăтĕнче уй-хирте, вăрман çумĕнче вырнаçнă çурт таврашĕнче, сад-пахча лаптăкĕсенче типĕ курăка, çÿп-çапа çунтарма юрамасть. Кăвайт чĕртме те чараççĕ. Асăннă вăхăтра штрафсен виçи те пысăк. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманшăн граждансене 4 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ, должноçри çынсемпе юриди сăпачĕсене паракан штрафăн сумми тата та пысăк.

Д.ГАЛКИН.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
E-Mail: crpps@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика