Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут тухасран асăрханăр

13 мая 2021 г.

Вут тухасран асăрханăр

Чылай вăхăт сивĕ çанталăк тăнă хыççăн тинех ăшă кунсем çитрĕç. Çавна май çутçанталăк ытамĕнче канас текенсем, ытти çулсенчи пекех, нумайланчĕç. Анчах та асра тытмалла: шăпах çак тапхăрта «хĕрлĕ автан» алхасас хăрушлăх ÿсет. Вут-çулăм пĕрре хыпса илсен никама та шеллемест: пурлăха кĕллентерет, çын сывлăхне те шар кăтартать. Çавăнпа та шăрăх кунсем пуçлансан пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене уйрăмах çирĕппĕн пăхăнмалла.
Вăрманта çÿренĕ чухне пирус туртма юрамасть. Сÿнтермен пирус тĕпĕсем — инкек пуçламăшĕ. Çавăн пекех вăрман уçланкисене пушă кĕленчесем е урăх ăпăр-тапăр пăрахса ан хăварăр. Бензинпа, краççынпа тата ытти çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе йĕпеннĕ çĕтĕксене пăрахса хăварни те ырă патне илсе çитермест. Халĕ пушшех те, республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă режимĕ вăйра пулнă май, вăрмана каяссинчен тытăнса тăмалла.
Инкек кил таврашĕнче те пулма пултарать. Çавăнпа та кил-çурт, хуралтă таврашĕнче те вут чĕртме, сÿнмен кĕлпе кăмрăка пăрахма юрамасть. Электрогазосваркăсемпе ĕçлеме тытăниччен ĕç вырăнне тирпейлĕр, пушар сÿнтермелли хатĕр те алă айĕнчех пултăр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем упранакан складсенче, çавăн йышши ытти вырăнсенче пирус ан туртăр. Çунакан кăмакасене тимлĕхсĕр хăварма юрамасть. Вĕсене пăхса тăма ача-пăчана шанни — çăмăлттайлăх. Кăвайт тивертме бензинпа, краççынпа усă курма юрамасть. Ас тăвăр, çакă çын пурнăçĕшĕн питĕ хăрушă. Тимлĕ пулăр, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнăр.
В.ДАВЫДОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
E-Mail: crpps@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика