Пушар хурал ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта 14 пушар пулнине /иртнĕ çулхи çак тапхăрта – 15/ регистрациленĕ. Вут-çулăмра çын вилнĕ тĕслĕх пулман /иртнĕ çул – 1 çын/. Çапах та «хĕрлĕ автан» 755,5 пин тенкĕлĕх /86 пин/ сиен кÿнĕ.
– Çаксем тарăн шухăшлаттармалли цифрăсем. Çавăнпа та халăха тимлĕ пулма, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма ыйтас килет, – пăшăрханăвне палăртнă А.Сайкин, В.Григорьев тĕл пулусен вăхăтĕнче.
Пушарнăйсем Елчĕкри «Шевле» ача садĕнче те пулнă, унти ĕçченсемпе тата ачасемпе курнăçса пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштарнă.