Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСЛАТИЛЛĔ ÇУМĂР ХЫÇÇĂН

10 августа 2021 г.

Инкек синкекрен асăрханса пурăнсан унран çăлăнма пулать, анчах та çут çанталăкăн асар-писер пулăмĕсем тип-шаркăтартма пултарнинчен никам та страхланман. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пушар тухма пултарать. Анчах та çуллахи вăхăтра вĕсен шучĕ ÿсни пăшăрхăнтарать.

Август уйăхĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсемшĕн асра юлĕ. Вăл ытла та шăрăх кунсенчен пуçланчĕ. Çавна пула урамра хĕвел айĕнче çеç хĕрÿ пулмарĕ-ха. Районти пушар надзор пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш кунĕнчех çурçĕр иртни 3 сехетсенче пушар пулнă. Кĕçĕн Тăван ялне пушарнăйсем çитнĕ çĕре мунча çуннă. Вут-çулăма пула вăл хытах сиенленнĕ. Хальхи вăхăтра пушар мĕнрен тухнине тĕпчеççĕ. Кил хуçи арçынĕ мунчине эрнипех хутманни паллă. Çавăнпа та малтанлăха инкек электротехника сăлтавĕпе çыхăннине те пăхса тухаççĕ.

Августăн 2-мĕшĕнче вара Анатри Татмăш ялĕнче «хĕрлĕ автан» авăтса янă. Кăнтăрла хыççăн тăватă сехет иртсен 62 çулхи гражданинăн кил-хуçалăхĕнче инкек тухнă. Вут-çулăм утă-улăм упранакан сарайра хыпса илнĕ. Çавна пула мĕнпур хатĕрленĕ утта кĕл тунă. Пушар надзор пайĕ палăртнă тăрăх, инкек ачасем шăрпăкпа вылянăран тухнă.

Августăн 3-мĕшĕ вара ытла та хăрушшăн иртрĕ. Хура пĕлĕтсем йĕри-тавра карса илсе тĕнче пĕтсе килнĕн туйăнчĕ. Шăрăх кунсем тăнине пула çак кун тĕлне граждансен телефонĕсем çине аслатиллĕ çумăр,  пăр çăвасси тата вăйлă çил-тăвăл пуласси çинчен пĕлтерÿсем килчĕç. Йĕри-тавра çиçĕм çиçрĕ, аслати хăрушшăн авăтрĕ. Чÿречесемпе пĕрле çĕр те чĕтреннĕн туйăнчĕ. Шăпах çак пулăм вăхăтĕнче Атмалкасси ялĕнче пĕр хĕрарăмăн пÿрт тăррине çиçĕм «çапнă». Кирпĕч çуртăн тăрри вут-çулăмпах çунма пуçланă. Çак аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче кил хуçи хĕрарăмĕ пÿртре пулнă. Тăрук аслати кĕмсĕртетнĕ те çывăхрах темĕн ялкăшса илнине курнă. Вăл çавна май урама тухса пăхнă, хăйĕн пÿрчĕ тăрринчен тĕтĕм йăсăрланнине асăрханă. Тÿрех пулăшу чĕнме васканă.

Çавăн пекех çак кун çиçĕм Крымсарайкка ял тăрăхне кĕрекен Шуркасси ялĕ çумĕнче те «çапнă». Çавна май аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче тырă упрамалли хранилищĕре вут-çулăм алхасма пуçланă. Пĕр обществăн ял хуçалăх техникисем те унтах ларнă, икĕ йывăр тиевлĕ машина, икĕ трактор тата ытти йышши агрегатсем. Пушар вăхăтĕнче хранилище тăрри тата техникăсем çуннă. Çиçĕм пысăк тăкак кÿнĕ.

- Куратпăр ĕнтĕ, пушар енĕпе çыхăннă лару-тăру районта лăпкă мар-ха. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмалла, ашшĕ-амăшĕн ачасене шăрпăкпа выляма юраманни çинчен аса илтерсе тăмалла, аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче асăрхануллă пулмаллине те манмалла мар, - сĕнеççĕ пушар надзор пайĕн ĕçченĕсем.

Асар-писер çанталăк хăйĕн хыççăн асра юлмалăх пулăмсем хăварчĕ. Республикăра çак кун 4 çынна çиçĕм çапнă. Чылай ял-салана, хуласене шыв айне тунă. Пĕтĕмпе регионта çиçĕм çапнипе 5 пушар тухнă. 2,7 пин çурт çутăсăр тăрса юлнă. Аслати вăхăтĕнче 5 çын автомобильте ларнă чухнех сиен тÿснĕ - вĕсем çине йывăç ÿкнĕрен тĕрлĕ енлĕ суранланнă.

Çавăнпа та Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерстви аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче мĕнле йĕркене пăхăнмалли çинчен аса илтерет. Енчен те эсир ялсенче пулсан аслати кĕмсĕртетнĕ вăхăтра çутă пăралукĕсем, çиçĕм отвочĕ, пÿрт тăррисенен юхакан вырăнсем, ТВ-антенна патне пымалла мар. Май пур таран телевизорсене, радиосене, ытти электричество приборĕсене сÿнтермелле. Пÿртре чÿречесене, алăксене, дымоходсене, вентиляци каналĕсене хупмалла.

Енчен те шыв хĕрринче чухне аслатиллĕ çăмăр айне лекрĕр пулсан, çыран хĕрринчен айккинелле пăрăнăр, тăвайккинчен аяларах анăр. Унсăр пуçне пĕччен ларакан йывăçсем айне тăни те хăрушлăх кăларса тăратать.

А. КИРИЛЛИНА.

Аслатиллĕ çумăр хыççăн

АКИРИЛЛИНА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
E-Mail: crpps@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика