Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЛĂПКĂЛĂХА ÇУХАТМАННИ ПĔЛТЕРĔШЛĔ

01 сентября 2023 г.

ЛĂПКĂЛĂХА ÇУХАТМАННИ ПĔЛТЕРĔШЛĔ

 

Лăпкăлăха çухатманни Шкула палламан хĕç-пăшаллă çын килсе кĕрсен мĕн тумалла? Кун пек чухне ачасемпе педагогсен пурнăçне мĕнле упраса хăвармалла тата хăрушлăх çинчен чи малтан кама пĕлтермелле? Çак тата ытти ыйтусене татса пама тăрăшрĕç те Элĕк муниципаллă округ территорийĕнчи учительсем васкавлă службăсемпе  пĕрле августăн 29-30-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри хăрушсăрлăх енĕпе иртнĕ вĕренÿсенче. Муниципаллă округ администрацийĕ çумĕнче йĕркеленнĕ оперативлă штаб Элĕкри вăтам шкулта пулчĕ. Ыт ахальтен мар çак вĕренÿ учрежденине суйланă вĕсем. Мĕншĕн тесен муниципалитетри чи пысăк шкул шутланать вăл. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен кунта 615 ача пĕлÿ илет. Вĕсенчен вара кашнинех сыхлăхпа, хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле.

Ытти чухнехи пекех Элĕк вăтам шкулĕнче кун лăпках иртмелле пулнă. Анчах та ятарлă вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн шкул хуралçи видеосăнав камерисемпе вĕренÿ учрежденийĕн территорийĕнче маскă тăхăннă, хĕç-пăшаллă икĕ çынна асăрхарĕ. Çийĕнчех шкула кĕмелли алăксене питĕрчĕ, хăрушлăх çинчен вĕренÿ учрежденийĕнчи мĕнпур ĕçчене шăнкăрав парса асăрхаттарчĕ. Вĕрентекенсем васкаса классенчи алăксене шалтан питĕрсе илчĕç, вĕренекенсене сыхлăхпа тивĕçтерес тесе пÿлĕмсенче шалтан сĕтел-пуканпа усă курса алăксене тĕкĕлерĕç.

Ак тамаша, хуралçă вĕренÿ учрежденине кĕмелли пĕр алăка хупма маннă. Шăп та шай çакăнтан ĕнтĕ хĕç-пăшалланнă çынсем вĕренÿ учрежденине кĕчĕç те. Юрать-ха, çак вăхăтра право хуралĕн сотрудникĕсем те шкула çитрĕç. Ырă мар шухăшлă çынсене çийĕнчех тытса чарчĕç. Анчах та кунпа çеç вĕренÿ вĕçленмест.

Хĕç-пăшаллă çынсенчен пĕри меллĕ самантпа усă курса шкулăн столовăйне сирпĕнекен япала «хурса хăварма» ĕлкĕрнĕ. Çакă ĕнтĕ кăштахран «сирпĕнчĕ» те. Шкулта вут-çулăм «алхасма» пуçларĕ, аманнисем те пур. Ку чухне те хуралçă çухалса каймасть. Çийĕнчех шкулта пушар çинчен пĕлтерекен сигнализаци янраса каять. Пÿлĕмсенчи вĕрентекенсем пĕрин хыççăн тепри шкул çуртĕнчен васкаса тухаççĕ. Арçынсем сирпĕннине пула аманнисене те пулăшу кÿреççĕ.

Элĕк шкулĕнче инкек сиксе тухни çинчен пĕлтерекен шăнкăрав ятарлă тытăм урлă районти пушар чаçне те çитнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ кăштахран шкул территорине округри пушар чаçĕн ĕçченĕсем çитрĕç. Çак самантрах оперативлă штаб вĕренÿ йĕркине улăштарать, вĕренÿ учрежденийĕн иккĕмĕш хутĕнче пĕр ушкăн ачасем юлнă. Вăхăта тăсмасăр ятарлă маскăсем тăхăнса, ытти ĕç хатĕрĕсене илсе «тĕтĕмпе тулнă» шкул çуртне кĕреççĕ çăлавçăсем. Малтанах инкеке лекнисене çăлассипе çине тăрса ĕçлеççĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем. Унтан вара пĕтĕмĕшле сÿнтереççĕ вут-çулăма. Пурте сывах.

Оперативлă штаб пĕлтернĕ тăрăх, вĕренÿ япăх мар иртрĕ, апла пулин те вак-тĕвек çитменлĕхсемсĕрех мар. Асăннă вĕренĕвĕн тĕп тĕллевĕ - шкулсенче  тĕрлĕ чрезвычайлă лару-тăру çинчен пĕлтерекен тытăмсен ĕçне тĕрĕслесси. Çавăн пекех Чрезывчайлă лару-тăру, Шалти ĕçсен министерствисен, Росгвардин сотрудникĕсемпе тата влаç органĕсем çакăн пек лару-тăрура мĕнле хутшăнса ĕçлеме пултарнине палăртасси тата ку енĕпе ăсталăха   ÿстересси.

Вĕренĕве ирттернĕ вăхăтра шута илнĕ çитменлĕхсене вара тимлĕхсĕр хăвармĕç. Мĕнпур шкулсем асăннă вĕренÿ кăтартăвĕсене туллин тишкерсе тухĕç, вĕсене пĕтерессипе муниципалитет, регион тата федераци шайĕнче тивĕçлĕ йышăнусем тума палăртаççĕ. Çакă вара анлă сарăлнă йăнăшсенчен сыхланма, çитменлĕхсене пĕтерме май парĕ те.

- Хăрушлăх сиксе тухассине малтанах палăртма çук-ха. Апла пулин те пирĕн яланах тимлĕ пулмалла, кирек епле улшăнусене те çийĕнчех асăрхмалла. Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан чи малтанах хăраса ÿкмелле мар. Хамăр йĕри-тавралла лăпкăлăха упраса хăвармалла», - палăртать Владислав Волков шкул директорĕ. Ĕç-пуç мĕнле йĕркеленесси пĕтĕмпех пĕрремĕш йышăнусенчен тÿрремĕнех килет. Çавăнпа чрезвычайлă лару-тăрура пĕрремĕш тата чи пĕлтерĕшлĕ  тĕп йышăну вăл  - 112 тата 02 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа пĕлтересси, ятарлă тытăмпа усă курса инкек сиксе тухни çинчен асăрхаттарасси. Кун пек чухне мĕнпур çăлав служби çийĕнчех çула тухĕç, пÿлĕмсенчисем пытанма е эвакуациленме ĕлкĕрĕç. Сыхлăх çине вара ятарлă вĕренÿсем вăхă- тĕнче çеç мар, ытти чухне те тимлĕх уйăрмалла.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика