Во избежение возникновения пожара в Вашем доме, соблюдайте ПРАВИЛА ПОЖАРНОЙ БЕЗОПАСНОСТИ! ПОМНИТЕ! Пожар легче предотвратить, чем потушить!

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тӗрӗс усӑ курсан пушар пулмӗ

21 февраля 2025 г.

Тӗрӗс усӑ курсан пушар пулмӗ

Кӑмакасемпе усӑ курнӑ чухне инкек ан пултӑр тесен пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнмалла.

Ӑшӑтмалли сезон пуҫланиччен кӑмакасемпе тӗтӗм ҫулӗсене тасатмалла, кирлӗ пулсан юсамалла, ҫурӑксене хупламалла, шуратмалла. Кӑмака тӑвассине тата юсассине ҫак ӗҫпе ӗҫлекенсене ҫеҫ шанмалла.

Кӑмака тата мӑрье йывӑҫ маччана лексе тӑракан вырӑнта кирпӗче хулӑн сийпе хумалла. Кӑмака ҫирӗп никӗс ҫинче лармалла, йывӑҫ стенана лексе тӑмалла мар, ҫавӑнпа та вӗсем хушшинче вырӑн хӑвармалла. 

Урайне кӑмака ани умне 50х70 сантиметртан пӗчӗк мар тимӗр листи ҫапса хумалла. Кӑмака ытлашши хӗрсе каясран ӑна кунне 2—3 хутчен 1,5 сехетрен ытла мар хутмалла. Кирпӗчсем ҫурӑласран тӗтӗм ҫулне унта пуҫтарӑнакан хӑрӑмран тасатса тӑмалла. Ҫакна ӑшӑтмалли сезон пуҫланиччен, кайран вара 3 уйӑхра пӗрре пурнӑҫламалла.

Кӑмакапа усӑ курнӑ чухне ҫак правилӑсене асра тытмалла:

— хутса янӑ кӑмакана асӑрхавсӑр е ачасене шанса хӑварма юрамасть;

— хӑвӑрт хыпса илме пултаракан япаласене кӑмака ани ҫывӑхне ан хурӑр;

— вут чӗртме бензинпа, керосинпа е урӑх ҫунакан шӗвексемпе усӑ курмалла мар;

— енчен те кӑмака кӑмрӑкпа, кокспа е газпа усӑ курмалли мар пулсан, ҫаксене унта ҫунтармалла мар;

— кӑмакана ытлашши хӗртсе ямалла мар.

Асра тытӑр: кӑмакапа тӗрӗс усӑ курсан пушар тухмӗ. Ҫавӑнпа та тимлӗ пулӑр, правилӑсене пӑхӑнӑр.

Ярослав Уразаев,

пушар надзорӗн инспекторӗ.  

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОМНИТЕ! Пожарная безопасность Вашего дома зависит только от вас!

Система управления контентом
428024, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. Мира, д.5
Телефон: 63-79-60
Факс: 63-79-03
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика